Патӑрьел район прокуратури асӑннӑ тӑрӑхри тӳре-шара ӗҫри машинӑпа канмалли кун усӑ курнине тупса палӑртнӑ.
Ҫӳллех мар вырӑнта ҫемҫе пукан йышӑнаканскерсем ҫапла хӑтланнине надзор органӗ коррупци тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫинчен калакан федераци саккунӗсене пӑсни тесе хакланӑ.
Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ канмалли кун Патӑрьел район территорийӗн тулашне ӗҫри машинӑсемпе кайнӑ иккен. Ҫав ҫулҫӳрев ӗҫпе ҫыхӑнман-мӗн. Прокуратура ҫакна Раҫҫейӗн Административлӑ кодексӗн 19-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать тесе йышӑннӑ.
Патӑрьел районӗнчи миравай тӳре хайхи тӳре-шарана администратвилӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пуҫлӑха тӳрре кӑларман. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӳсӗр ҫын ҫине машинӑпа пырса кӗнӗ.
Инкек Патӑрьел районӗнче «Калинино-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Тойота-Камри» машинӑна тытса пыракан 31 ҫулти арҫын ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Машина айне лекнӗ 51 ҫулти этем сусӑр пулса юлнӑ.
Машина рульне тытса пынӑ Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнман иккен. Чылай экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем машина ытла хӑвӑрт пынине палӑртнӑ.
Айӑпне йышӑнман пулин те руль умӗнчи ҫын шар курнӑ арҫынна 100 пин тенкӗ укҫа куҫарса, эмел, сусӑр кӳми туянса панӑ. Патӑрьел район сучӗ водителе каҫарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫав приговора пӑрахӑҫланӑ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра пурӑнакан мӑшӑр 60 ҫул алла-аллӑн тытӑнса пурнӑҫ ҫулӗпе утать. Йӑлтах уявран пуҫланнӑ: Равиль тата Мэриам Галеевсем Комсомольски районне праҫнике килсен паллашнӑ. Ун чухне каччӑ – 7-мӗш, хӗр -6-мӗш класра вӗреннӗ. Вӗсен туслӑхӗ майӗпен юратӑва куҫнӑ.
Галеевсем пилӗк ачан кун ҫути панӑ. Халӗ вӗсен 9 мӑнук, вӗсен 6 ачи пур. Мӑшӑрӑн нимӗнле вӑртӑнлӑх та ҫук: пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнмалла, чӑтӑмлӑрах пулмалла, уйрӑмах – хӗрарӑмӑн.
Палӑртмалла: кӑҫал Патӑрьел районӗнче 120 мӑшӑр ылтӑн, изумруд, кевер тата тимӗр туя паллӑ тӑвать. Вырӑнти администраци вӗсенчен 38-шне саламланӑ ӗнтӗ. Ыттисене ҫулла тата кӗркунне иртекен уявсенче чыслӗҫ.
Элӗк районӗнчи пӗр фермӑра хӗрарӑма ӗне тӗкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Каҫхи 10 сехетре ӗҫ вӑхӑтӗнче 38 ҫулти хӗрарӑма ӗне сӗкнӗ. Суранланнӑскере ҫав каҫах пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.
Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче те кунашкал пӑтӑрмах пулнӑччӗ. Ун чухне 39 ҫулти арҫынна ӗне темиҫе хутчен те тӗкнӗ. Унӑн кӑкӑр шӑмми суранланнӑ, темиҫе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫын икӗ ҫынна вӗлернӗшӗн суд сакки ҫине ларнӑ. Судья ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 18 ҫул та 3 уйӑх та 10 кунлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн судра явап тытнӑ.
Ҫак тискер ӗҫ 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. 49-ти арҫын кӳршисем патне, 51-ти упӑшкипе 47-ри арӑмӗ патне, пирус ыйтма пынӑ. Анчах ӳсӗрскере алӑк уҫса кӗртмен, ку вара парӑнман – хӑйӗх пӳрте кӗнӗ. Хайхискер унта кил хуҫипе хирӗҫсе кайнӑ, ӑна кӑкӑрӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Шӑв-шава илтсе арӑме вӑраннӑ, кӳрши ӑна мӑйӗнчен чикнӗ. Упӑшкипе арӑмӗ ҫавӑнтах вилнӗ, арҫын вара тухса кайнӑ.
Ҫак тискер ӳкерчӗке 9 ҫулти хӗрача, вилнӗ арҫынпа хӗрарӑмӑн хӗрӗ, курнӑ. Вӑл пытанма ӗлкӗрнӗ. Кайран вал урӑх ялта пурӑнакан аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа ҫитме тӑрӑшнӑ, анчах укҫи пулман. Ирхине аппӑшӗ хӑй шӑнкӑравланӑ, ҫӗрле мӗн пулса иртни пирки тин пӗлнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче 39 ҫулти арҫын хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи ӗнерен шар курнӑ. Халӗ ҫак арҫын пульницара сипленет. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ ҫак пӑтӑрмах пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине Патӑрьел районӗн пульницинчен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ӗҫӗ-пуҫӗ акӑ мӗнле пулнӑ: ахаль те сусӑр арҫын ҫав кунхине кил картишне тухнӑ, хӑйӗн ӗниех ӑна темиҫе хутчен сӗкнӗ. Суранланнӑ арҫынна ҫийӗнчех пульницана леҫнӗ. Халӗ вӑл ҫак пульницан травматологи уйрӑмӗнче выртать.
Палӑртса хӑвармалла, сывлӑх енчен ахаль те хавшак арҫыннӑн ӗне сӗкнипе кӑкӑр шӑмми, темиҫе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ. Ҫавна май унӑн нумай вӑхӑт сипленме тивӗ.
Ейӳ пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӗлтӗрхинчен кая мар пулӗ.
Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ, унта ейӳ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнче Патӑрьел, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Аслӑ Арапуҫ, Кивӗ Ахпӳрт, Тутар Тимеш, Вӑтаел, Тикеш, Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Ҫак тӑрӑхсенче хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем - хими удобренийӗн, наркӑмӑшлӑ химикат, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсен склачӗсем – ҫук. Ейӳ сарӑлас тӑк куҫса ҫӳрекен апатлану тата вӑхӑтлӑх пурӑнмалли пунктсем пулӑшма хатӗр.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юр хулӑнӑшӗ 30-54 сантиметрпа танлашать. Ку нормӑран 5-30 сантиметр нумайрах.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин (ФХС) Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тепӗр тӳре-шарана тытса чарнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫак арҫын унччен влаҫ тытӑмӗнче вӑй хунӑ.
Сӑмах – Патӑрьел ял тӑрӑхӗн администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Анатолий Моисеев пирки. Ӑна РФ УКн 286-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн (должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн) айӑпласшӑн. Арҫынна следстви изоляторне илсе кайнӑ.
Ку хыпара «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ. «Ку статьяпа ӑна 10 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. ФХС ӗҫченӗсем ухтару ирттернӗ, документсене илнӗ. Ӑна следстви изоляторне лартнӑ», - ҫапла ҫырнӑ сайтра.
Нумаях пулмасть ФХС ӗҫченӗсем ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн аппӑшне Маргарита Замчинскаяна тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ.
Федерацин хӑрушлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем «Аудит-Консалтинг» акционерсен хупӑ обществин генеральнӑй директорне Маргарита Замчинскаяна тытса чарнӑ. Вӑл – ЧР финанс министрӗн Светлана Енилинӑн пӗртӑванӗ.
Вӗсем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пулнине «Правда ПФО» интернет-хаҫат «Хыпар» хаҫатра тухнӑ статьяна тӗпе хурса пӗлтӗрех пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн халӑх фрончӗн хастарӗсем прокуратурӑна тата монополипе кӗрешекен службӑна Финанс министерствипе «Аудит-Консалтинг» фирма хутшӑнӑвӗсене тӗрӗслеме ыйтнӑ. Республикӑри хӑш-пӗр ведомство тата вӗсене пӑхӑнса тӑракан организацисем Маргарита Замчинская ертсе пыракан компанире экспертизӑсемпе аудит саккас панӑ.
Палӑртмалла: Маргарита Замчинская 1957 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Тӗреньел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӳлерех асӑннӑ компание 1995 ҫултанпа ертсе пырать.
Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем каяш кӳрсе тухнӑшӑн сахалрах тӳлеме тытӑнӗҫ: тарифа 20 процент чакарнӑ. Ҫак хак регион операторӗ норматива ҫӗнӗрен ҫирӗплетиччен вӑйра пулӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ялта пурӑнакансен пӗр ҫын пуҫне уйӑхсерен 60,71 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Апла пулин те каласа хӑвармалла: хула тӑрӑхӗсенче тата район центрӗсенче пурӑнакансем малтанхи пекех тӳлӗҫ.
Палӑртмалла, хальхи вӑхӑтра республикӑра ӑпӑр-тапӑр илсе тухнӑшӑн тӳлеве палӑртас тӗллевпе нормативсене ҫӗнӗрен пӑхса тухаҫҫӗ. Ҫавна май кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Улатӑртан, Канашран, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай тата Етӗрне районӗсенчен мӗн чухлӗ каяш илсе тухнине виҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |